Сывлăхлă пулас килет-и?

 

И мӗн пуян, тӑванӑм?                                                                                                                                                       Сывлӑх пуян.
Сывлӑх ҫул памасӑр ăҫта каян?

Чи пысăк пуянлăх вăл – сывлăх. Сывлăх пулсан – çын ĕçлет те, савăнать те… Çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын пуриншĕн те тăрăшать: сывлăхне те çирĕплетет, ашшĕ-амăшне те хисеплет, çурт-йĕрне те çавăрать, çынна та ырă тума манмасть. Апла пулсан, кашни çын хăйĕн сывлăхне упрани кирлĕ. Çемье тĕрекĕ, ачасен пуласлăхĕ, çĕр-шыв малашлăхĕ – çирĕп сывлăхлă çынсенче. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Шăпах çак актуаллă темăпа 9-мĕш класра урок ирттертĕмĕр.

Урокра вĕренекенсемпе сывлăх çинчен калаçу ирттеретĕмĕр. Пирĕн сывлăх пирĕн алăра пулнине, ăна çамрăкран упрамаллине ăнлантарас тесе тĕрлĕ мелсемпе меслетсем усă куртăмăр: диалог, монолог, словарь ĕçĕ, текста тишкерни, палăртуллă вулав, ушкăнпа ĕçлени, кластер тăвассси, ачасен пĕтĕмлетĕвĕ. Ҫавăн пекех урок темине ăнланма валеҫу хатĕрĕсем (карточкăсем, ÿкерчĕксем) пулăшрĕҫ.

Вĕренекенсем çапла пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕҫ: спортпа туслă пулмалла, телевизор умĕнче нумай лармалла мар, нумайрах хускану тумалла, шывпа туслă пулмалла, эрех-сăра ĕçмелле, уçă сывлăшра сывламалла, компьютер умĕнче нумай лармалла мар, кун йĕркине пăхăнса тăмалла, сиенлĕ йăла-йĕркесемпе усă курмалла мар, ирхине вăхăтра тăмалла, каçхине вăхăтра выртмалла, пирус туртмалла, организмшăн кирлĕ те усăллă апат çимелле. Ку вара, чăннипе те, савăнтарать.

Платонова В.В.