Савнӑ ен — Чăваш ҫĕр-шывĕ

Сĕм вăрман, ылтăн хир, Атăл шывĕ…
Тĕрлĕ халăх кунта пурăнать.
Чăваш ҫĕрĕ – юратнă ҫĕр-шывăм
Çулсерен ҫĕнелсе улшăнать.

Чăваш ҫĕр-шывĕ вăл – Чăваш Республики, пирĕншĕн тăван ҫĕр-шыв.
Тăван ҫĕр-шыв вăл – эпир пурăнакан хула, ҫурт, тăван тавралăх… Шăпах ҫакăн ҫинчен калаҫрăмăр 3-мĕш класс вĕренекенĕсемпе. Ачасем хальччен вӗреннӗ сӑмахсене пуплеве кӗртме тӑрӑшрӗç.           Чӑваш наци тум-тирне аса илчӗç. Чăваш Республикин ялавне сăрласа илемлетрĕҫ.
Чăваш республикине «ҫĕр пин юрă, ҫĕр пин сăмах, ҫĕр пин тĕрĕ ҫĕр-шывĕ» теҫҫĕ. Кашни юррăн, сăмахăн, тĕррĕн хăйĕн пурнăҫĕ, хăйĕн шăпи пур. Кун çинчен эпир вĕсемпе маланше вӗренӗпӗр.
Ӳстӗр, чечеклентӗр юратнă Чăваш ҫĕр-шывĕ!

 

Платонова В.В.