Мастер-класс «Ача-пăча вăййисем»

Атьăр вăййа тухар-и,ушкăнпала выляр-и,

Алă çупса выляр-и, ура хуçса ташлар-и.

Ака уйăхĕн 21–мĕшĕнче, 3–мĕш класра вĕренекенсемшĕн «Ача-пăча вăййисем» мастер-класс иртрĕ. Мастер-класс тĕллевĕ вĕренекенсене чăваш халăхăмăрăн ача-пăча вăййисемпе усă курса ÿстересси. Вĕренекенсем чăваш халăхăн авалтан пынă йăли-йĕркипе, юрăллă-ташăллă вăййисепе паллашрĕç, тĕслĕхрен, «Асанне», «Эп утатăп». Чăваш вăййисен курăмлă енĕ – нумайăшĕ вĕсенчен чăн сюжетлă, самай анлă композициллĕ, хăйне евĕр инсценировкăна аса илтереççĕ. Сăмахсемсĕр пуçне çепĕç кĕвĕ, çыхăнуллă хусканусем вăййа манăçми сăнсем кĕртеççĕ.

Ача-пăча вăййисем çирĕпленме, йышпа пурăнма, ăс пухма, ĕçе хăнăхма вĕрентеççĕ. Çапла вара «Асанне» вăйă ачасене çĕр чавма, çăм пуçтарма, «Эп утатăп» вăйă ачасене тус-юлташлă пулма вĕрентет.

Малашне те паян юрă-ташăллă вăйăсене манса каяс марччĕ. Ĕçре, вĕренÿре тăрăшса, хавхаланса вăй хурар, вăйăра савăнар. Эпир вара, чăваш ачисем, чăвашла вылятпăр-юрлатпăр пулсан, чăвашла сăвăсем каласан, чăвашла калаçсан чăваш пулма пăрахмăпăр.

Кутырева О.В., учитель музыки и ритмики