Мастер-класс «Ахаяс»

Паянхи кун, ака уйăхĕн 20 – мĕшĕ, 6 – мĕш класра вĕренекенсемшĕн тухăçлă кун. Нумай çĕнĕ хыпарпа паллашма май тиврĕ. Çапла вара, «Ахаяс» мастер-класра ачасем чăваш халăх ташшипе паллашрĕç. Вĕренекенсем чăваш ташши ытти халăх ташшисенчен уйрăлса тăнине курчĕç. Ахаяс –анатри чăваш хĕрарăмĕсен ташши. Çак ташă хире-хирĕç пĕр харăс çаврăнма, кĕлеткене тӳрĕ тытма тата сикмесĕр – шуса ташлама вĕрентет. Хĕрсем ташланă хушăра арçын ачасем хушса юрламаллине «Ахаясăм ахаяс, ай-юй ахаяс» юрласа тата алă çупса хавхалантарчĕç. Мастер-класс пурне те кăмăла кайрĕ.

Кутырева О.В., учитель музыки и ритмики