Туслăхра вăй

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 9а класра вĕренекенсемпе «Туслăхра вăй» темăпа уçă урок иртрĕ. Урока И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педуниверситет студенчĕсем килчĕç.  Ачасем пулас психологсене ăшă камăлпа кĕтсе илчĕç. Вĕренекенсем чăвашла калаçрĕç, çырчĕç, вуларĕç, «Телейлĕ самант» вăйă вылярĕç, «Тав сана, вĕрентекен» юрра та юрларĕç. Студентсемпе паллашрĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, паянхи кун туслăх пурнăçра пысăк вырăн йышăннине палăртса хăварчĕç. Урок пурне те кăмăла кайрĕ.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.