Пирĕн шкул

Çу уйăхĕн 11–мĕшĕнче 8а класра «Пирĕн шкул» темăпа уçă урок иртрĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ ĕçлерĕç: шкул историне аса илсе «Летопись нашей школы» стендпа паллашрĕç, пĕтĕмлетÿ турĕç, вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварчĕç. Ушкăнпа вуларĕç, çырчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсен юратнă шкулĕ çинчен хавхаланса каласа пачĕç, тĕпчев ĕçне малалла пурнăçлама хапăл турĕç. Урок итлеме килнĕ вĕрентекенсене «Тавах сире, учительсем» юрăпа савăнтарчĕç, вĕсене ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен, лайăх çынсем пулнишĕн тав сăмахĕ каларĕç.

Шкул çинчен çĕнĕлĕх пĕлесси ачасене çав тери кăсăклантарчĕ. Тăхтав вăхăтĕнчех киле панă ĕçе тĕпчеме пуçăнчĕç. Урок тухăçлă иртрĕ.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.