Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалласа…

Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне  йĕркелекенĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак куна халалласа эпир, 5, 8 «а» , 8 «б» классра вĕренекенсемпе тата библиотека ĕçченĕсемпе «Великий учитель и просветитель» квест- вăйă ирттертĕмĕр. Çичĕ станциллĕ вăйăра ачасем икĕ ушкăна пайланса хăйсен пĕлĕвне  тĕрлĕслерĕç, И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлнине кăтартрĕç.  Квест-вăйă пынă вăхăтра ачасем парнесем пытаннă вырăна шыраса тупрĕç, вĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем пире  Шупашкар районĕн энциклопедине парнелерĕç.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.