Тĕрĕ ăсти хăнара

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче саккăрмĕш классем чăваш чĕлхи урокĕнче Наталья Ивановна Кульевăн «Асамлă чăваш эрешĕсем» кĕнекипе паллашнăччĕ. Паян вара, урок темине малалла тăсса, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, тĕрĕ ăстипе тĕлпулу иртрĕ.  Вăл хăйĕн пичетленсе тухнă кĕнекипе паллаштарчĕ, илемлĕ тĕрленĕ япалисене кăтартрĕ тата ачасемпе мастер-класс ирттерчĕ. Ку тĕлпулăва арçын ачасем те хутшăнчĕç, тăрăшсах тĕрлерĕç. Ачасем çакăн пек тĕлпулу иртнишĕн  савăнчĕç.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.