Çамрăк çыравçăсемпе тĕл пулни

Паян, ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Кÿкеçри интернат-шкулта çамрăк çыравçăсемпе, Австрийская О.М. тата Петрова Л.Н. туслă тĕлпулу иртрĕ. Ачасем хăнасене  сăвă-юрăпа кĕтсе илчĕç, хăйсен интернатри пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Тĕлпулăва шкул директорĕ Ефимов А.В. та хутшăнчĕ. Вăл пултаруллă çыравçăсене ăнăçу, çĕнĕрен те çĕнĕ сăвăсем, калавсем çырма хавхалантарчĕ. Пирĕн ачасемпе тĕл пулса калаçма вăхăт тупнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Малалла Лариса Николаевнăпа  Ольга Михайловна саккăрмĕш классра вĕренекенсене хăйсен пурнăçĕпе пултарулăхĕпе палллаштарчĕç, сăввисене вуласа пачĕç. Кĕнеке мĕнле кун çути курнине те каласа пачĕç, вăйă вылярĕç, кăсăклантаракан  ыйтусем çине хуравсем пачĕç. Тĕлпулу вĕçĕнче вĕренекенсене тата шкул библиотекине хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

Никифорова О.И., Константинова М.Н., Платонова В.В., Мартьянова О.В.