Туслăх кирлĕ сывлăш пек пире…

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче 8 «А» класра «Туслăх» ятлă темăпа уçă  урок иртрĕ.

Çак урокра ачасем Валентина Деменкова çырнă сăвăпа паллашрĕç, туслăх ылтăнран та хаклăрах пулни çинчен тепĕр хут калаçса, çирĕплетсе хăварчĕç. Вĕренекен тус юнашар пулсан пурăнма аван пулнине ăнлантарса калаçу ирттерчĕ.

Илемлĕ сăвă йĕркисем ачасен тата урока килнĕ хăнасен асĕнче нумайлăха тăрса юласса шанас килет.

Туслăх кирлĕ сывлăш пек пире:

Кил-йышра, ĕçре, вĕренÿре.

Туслăх кирлĕ халăх хушшинче

Пирĕн вĕçсĕр пурнăç тăршшĕнче.

Туслăхпа чăмăртанать çемье,

Тус-йышпа хаваслă ĕçлеме.

Туслăхра çирĕпленет йĕрке,

Туслăх арканни вăл – инкеке.

Пурнăç ĕмĕр тăнăç тăтăрах,

Туслăх ылтăнран та хаклăрах.

Туслăхра илемлĕрех тĕнче,

Пурнăçĕ те тулăх çĕр çинче.

Туслăх пытăр ĕмĕр-ĕмĕре,

Туслăх кирлĕ сывлăш пек пире. (В. Деменкова)

Платонова В.В.