60 çулхи юбилея – хитре чечексемпе

Чечексем – çутçанталăк илемĕ… Вĕсем пире савăнăç кÿреççĕ, хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ. Çуллахи вăхатра пирĕн  шкул территоринчи илемлĕ чечексем хамăра кăна мар, Кÿкеçре пурăнакансене те савăнтараççĕ, çынсен кăмăлне çĕклеççĕ. Чечексем шкул территорине илем кÿччĕр  тесе 8–мĕш класра вĕренекенсем кашни çулах чечек калчисем çитĕнтереççĕ. Кăçалхи çул пирĕншĕн уйрăмах паллă – шкул уçăлнăранпа 60 çул çитет. Çак паллă куна тивĕçлĕ кĕтсе илес тесе нарăс уйăхĕн 15 –мĕшĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшса ĕçлерĕç: петуни, гелиотроп, цинерари текен чечексене акрĕç, акнă вăрăсенчен  лайăх калча шăтса тухасса кĕтеççĕ. Илĕртÿллĕ чечексем хăнасен кăмăлне çĕклессе шанатпăр.

Никифорова О.И., Константинова М.Н., Мартьянова О.В.