Пĕчĕк туссене пулăшмалла

Кайăксем – пирĕн  шанчăклă туссем. Вĕсем пире хăйсен юррисемпе савăнăç кÿреççĕ.Вĕсем юрăçсем çеç мар, санитарсем те. Çак çут çанталăк ачисем вăрмансене сиенлĕ хурт – кăпшанкăран тасатаççĕ. Садсене, пахчасене ,парксене илем кÿреççĕ.

Анчах та хĕллехи шартлама сивĕ  çил – тăманлă кунсенче вĕсене питĕ йывăр килет. Çавăнпа та вĕсене  йывăр вăхăтра пулăшмалла. Мĕнле пулăшаçсĕ – ха вĕсене саккăрмĕш класс вĕренекенĕсем? Пушă вăхăтра йывăçсем çине хăйсем тунă сырăшсем çакрĕç. Сырăшсем çине çăкăр тĕпренчĕкĕсем, тĕрлĕ кĕрпе хучĕç. Кĕçех çерçисем, кăсăясем, уйăпсем вĕçсе килĕс, тутлă апатпа хăналанĕç.

Кайăксене пулăшни – сăваплă ĕç.

Никифорова О.И., Константинова М. Н.