Кайăксем – пирĕн шанчăклă туссем. Вĕсем пире хăйсен юррисемпе савăнăç кÿреççĕ.Вĕсем юрăçсем çеç мар, санитарсем те. Çак çут çанталăк ачисем вăрмансене сиенлĕ хурт – кăпшанкăран тасатаççĕ. Садсене, пахчасене ,парксене илем кÿреççĕ.
Анчах та хĕллехи шартлама сивĕ çил – тăманлă кунсенче вĕсене питĕ йывăр килет. Çавăнпа та вĕсене йывăр вăхăтра пулăшмалла. Мĕнле пулăшаçсĕ – ха вĕсене саккăрмĕш класс вĕренекенĕсем? Пушă вăхăтра йывăçсем çине хăйсем тунă сырăшсем çакрĕç. Сырăшсем çине çăкăр тĕпренчĕкĕсем, тĕрлĕ кĕрпе хучĕç. Кĕçех çерçисем, кăсăясем, уйăпсем вĕçсе килĕс, тутлă апатпа хăналанĕç.
Кайăксене пулăшни – сăваплă ĕç.
Никифорова О.И., Константинова М. Н.
Сообщить об опечатке
Текст, который будет отправлен нашим редакторам: