Савăнăçлă тĕлпулу

Эпир нумай сул хушши районти тĕп библиотекăпа туслă çыхăну тытатпăр, пĕрле килĕшÿллĕн тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр, час-часах пĕр- пĕрин патне çÿретпĕр. Паян та, раштав уйăхĕн 20- мĕшĕнче, Шупашкар районĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем пирĕн шкулта хăнара пулчĕç. Вĕсене 8 –мĕш класс ачисем хапăл туса кĕтсе илчĕç. 2022 – мĕш çул вĕçленсе пырать, пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çитрĕ. Çак тĕллевпе эпир библиотека ĕçченĕсемпе «Шупашкар районĕнчен тухнă паллă çынсем» урок ирттертĕмĕр.  Урокра Иван Мучи, Уйăп Мишши, Н.Шупуççынни, Н. Бичурин пурнăçĕпе  пултарулăхĕ çинчен ачасем нумай çĕнĕлĕх пĕлчĕç, «Пулă тытни» юмах тата «Китай чĕлхин урокĕнче» сценка пăхрĕç, китай чĕлхи пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, тивĕçлĕ парнесем илчĕç.   Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çынсен тавралăхне халалласа ÿкернĕ видеофильм кăтартрĕç. Пултаруллă вĕренек.енсем хăнасене чăваш юррисемпе, ташшипе савăнтарчĕç.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.