Чăваш тĕррин кунĕ

Авалхи чăвашсен тĕррине «çыруллă» теççĕ. Кашни çĕвĕ, эрешĕ мĕне те пулин пĕлтерет-çке! Тĕрĕсем тĕлĕнмелле хитре, хăйне евĕрлĕ. Вĕсемпе паллашма, чÿк уйăхĕн 24- мĕшĕнче интернат-шкулта 5-9 классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕнче тата класс тулашĕнче тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç.  Тĕрĕсен вăрттăнлăхне пĕлес тесе ачасем «Чăваш тĕрри» онлайн-викторинăна хутшăнса хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç, лайăх хуравсемшĕн сертификатсем илчĕç. Чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç, «Илемлĕ чăваш тĕрри» презентаци турĕç. Ачасем пурте кăмăллă юлчĕç.

Никифорова О.И.