Юрататӑп тӑван чӗлхене

Кашни ҫулах пирӗн республикӑра апрелӗн 25 –мӗшӗнче чӑваш чӗлхи кунӗ иртет.  Эпир те ҫак куна хапӑл туса кӗтсе илтӗмӗр. 6, 8 –мӗш класра вӗренекенсем чӑваш чӗлхи урокӗнче И. Я. Яковлева халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗҫ, «И. Я. Яковлев —  паллӑ просветитель» презентаципе паллашрӗҫ. Егоров Егор 6-мӗш класс ачисене И. Я.Яковлевӑн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. 5-мӗш класра вӗренекен Ильдуганова Елена Петӗр Хусанкайӑн «Эп – чӑваш ачи» сӑввипе  #Эпчӑвашлакалаҫатӑп# акцие хутшӑнчӗ. Вӗренекенсем тӑван чӗлхене юратни ҫинчен палӑртрӗҫ.

Никифорова О.И.