Ман тăван чěлхе — чăваш чěлхи!

Ҫěр планетăмăр ҫинче тěрлě халăх пурăнать, тěрлě – тěрлě чěлхепе пурнăҫ тытса кун кунлать. Ҫав чěлхесен хушшинче  тăван чěлхе – чăваш чěлхи чи пахи, чи ҫывăххи, пин чěлхерен  чи ҫепěҫҫи. Ҫак чěлхепе эпир калаҫатпăр, куллен ҫыратпăр та вулатпăр, кашни кунах ăса туптатпăр. Февралěн 21-мěшě – Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě. Ҫак куна халалласа 6, 8 класра вěренекенсем чăваш чěлхине халалланă сăвăсем вуларěҫ,  «Ман тăван чěлхе —  чăваш чěлхи!» презентаципе паллашрěҫ, тăван чěлхе ҫинчен калакан ваттисен сăмахěсене аса илчěҫ, хăйсем чăваш чěлхине кăмăллани ҫинчен каларěҫ. Ачасем тăван чěлхене юратни, хисеплени, унпа мухтанни вěсен хуравěсенче палăрчě.

Никифорова О.И.