Ҫěр планетăмăр ҫинче тěрлě халăх пурăнать, тěрлě – тěрлě чěлхепе пурнăҫ тытса кун кунлать. Ҫав чěлхесен хушшинче тăван чěлхе – чăваш чěлхи чи пахи, чи ҫывăххи, пин чěлхерен чи ҫепěҫҫи. Ҫак чěлхепе эпир калаҫатпăр, куллен ҫыратпăр та вулатпăр, кашни кунах ăса туптатпăр. Февралěн 21-мěшě – Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě. Ҫак куна халалласа 6, 8 класра вěренекенсем чăваш чěлхине халалланă сăвăсем вуларěҫ, «Ман тăван чěлхе — чăваш чěлхи!» презентаципе паллашрěҫ, тăван чěлхе ҫинчен калакан ваттисен сăмахěсене аса илчěҫ, хăйсем чăваш чěлхине кăмăллани ҫинчен каларěҫ. Ачасем тăван чěлхене юратни, хисеплени, унпа мухтанни вěсен хуравěсенче палăрчě.
Никифорова О.И.
Сообщить об опечатке
Текст, который будет отправлен нашим редакторам: