Интеллекуаллă вăйă ««Мĕн? Ăста? Хăçан?»

Паян, эрнекун, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, 9-мĕш класра «Мĕн? Ăста? Хăçан?» интеллектуаллă вăйă иртрĕ. Вăйă виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăр «Чăваш Республики» ятлă. Ку тапхăрта ачасем Чăваш Ен çинчен ыйтусем çине хуравларĕç. Иккĕмĕш тапхăр «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» ятпа иртрĕ. Кунта ачасем хамăрăн ентешсем çинчен ытларах пĕлчĕç: А.Г. Николаев, И.Я. Яковлев, В.И. Чапаев тата ыттисем. Юлашки тапхăр «Тупмалли юмахсем». Çак тапхăр чи кăсăкли пулчĕ. Ыйтусем çине хуравсем тупма вĕренекенсене кĕнекесемпе усă курма тӳр килчĕ.

Вăйă пурне те килĕшрĕ. Ачасем хăйсен пĕлĕвне ӳстерчĕç, ăс-тăнне аталантарчĕç.

Егорова И.Г., Кутырева О.В.