И.Я. Яковлевăн «Ача-пăча калавĕсем» пирĕн пурнăçра

Ака уйăхĕн 20 – мĕшĕнче 6 – мĕш класра вĕренекенсемпе И.Я. Яковлева халалласа тата хальхи чăваш çырулăхне пуçарса янăранпа 150 çул çитнине паллă туса класс тулашĕнче «Çĕнĕ çырулăх. И.Я. Яковлев юмахĕсем» ĕç туса ирттертĕмĕр. Вĕренекенсем интересленсе И.Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ, унăн ачалăхĕ, чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе тунă ырă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Вăл çырнă юмахсене, ача-пăча калавĕсене чăвашла, вырăсла, акăлчанла вуларĕç. «Сăмах шăрçи» вăйăра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.