Асамлă чăваш эрешĕсем

Пуш уйăхĕн 20 –мĕшĕнче 8а класра вĕренекенсемшĕн  асра юлмалли урок пулчĕ. Черетлĕ тĕлпулăва Шупашкар районĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем килсе çитрĕç.Вĕсем  ачасене чăваш чĕлхи урокĕнче чăваш тĕррин илемĕ, пуянлăхĕ  çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех кашни çĕвĕ хăйне евĕрлĕ пулни çинчен те аса илтерчĕç.Урокра вĕренекенсем «Чăваш тĕрри» кроссворд тупсăмĕсене тупрĕç, тĕрĕпе çыхăннă вăйăсем вылярĕç, «Илемлĕ чăваш тĕрри» юррине юрларĕç, хĕр ачасемпе пĕрле ар çын ачасем те тĕрĕ те тĕрлерĕç. Ачасем те, хăнасем те урокпа кăмăллă юлчĕç. Чăваш тĕррине упрар, ăна ÿсме пулăшар.

Никифорова О.И., Константинова М.Н.